Шупашкар районӗнче пурӑнакан хӗрарӑма ҫулталӑка яхӑн шыраҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Полици хыпарланӑ тӑрӑх, Галина Леонтьевна Петрова 1958 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче килтен, Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнчен, тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫта пулни паллӑ мар.
Галина Петрова 160-165 сантиметр ҫӳллӗш, ҫинҫе кӗлеткеллӗ. Ҫӳҫӗ хура, вӑл спорт олимпийки, хура шӑлавар, кӗрен тапочка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ҫухалнӑ хӗрарӑма курнисене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-(83540)-2-15-52, 8-(8352)-62-00-01 е 02 (кӗсье телефонӗнчен 020).
Шупашкар районӗнчи кинеми-мучисем социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр пулӑшнипе вӗҫӗмех тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳреҫҫӗ. «Социаллӑ туризм» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май йӗркелекен экскурсисемпе ҫулҫӳревсене ватӑсем кӑмӑлпах хутшӑнаҫҫӗ. Алла туя тытни те ҫула тухма вӗсене чӑрмав кӳмест.
Шорккари ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем нумаях пулмасть Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫитнӗ. Ҫурт ертӳҫи Лариса Афанасьева вӗсене «Туя туй пек тaвар-и?» спектакле илсе кайнӑ. Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑскере Шорккари ватӑсем кӑмӑлласа йышӑннӑ. «Камит пӗр самант пек иртсе кайрӗ. Ун пек хаваслӑ спектакльсене тата кайса курма хатӗр», — теҫҫӗ ваттисен ҫуртӗнче канлӗх тупнӑ ватӑсем.
Нумаях пулмасть Александра Лазаревӑн 100 ҫулхи юбилейне Шупашкар районӗнчи Ҫӳлтикасассинче паллӑ тунӑ. Ҫак кунсенче, ҫу уйахӗн 11-мӗшӗнче, ҫыравҫа халалланӑ литература каҫӗ К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче те иртнӗ.
Литература каҫне шкул ачисем, студентсем, ҫыравҫӑсем, поэтсем, ӑсчахсем, Александра Лазаревӑн тӑванӗсем хутшӑннӑ. Унта юрӑсем те янӑранӑ. Ҫултикассинчи хӑнасем те, Александра Лазаревӑн тӑванӗ те юрӑ шӑрантарнӑ.
Александра Лазаревӑпа Леонид Агаковӑн хӗрӗ Алиса Агакова, Юрий Сементер поэт, Геннадий Дегтярев чӗлхеҫӗ тата ытти сумлӑ ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем Александра Лазаревӑн пултарулӑхне пысӑк хак панӑ.
Александра Лазарева 1917 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Тури Тӑмлай ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Балашовӑри авиаци техникумӗнче ӑс пухнӑ. 1939 ҫулта хавшанӑ сывлӑхне пула авиацие хӑварма тивнӗ. Шупашкара килсен ҫыравҫӑсен курсӗнче вӗреннӗ, 1945 ҫултанпа литература каҫалӑкӗнче тӑрӑшнӑ. Унӑн паллӑ кӗнекисене асӑнса хӑвармалла: «Чипер Анна», «Ҫутӑ пӗве», «Телейлисем», «Хӗр чӗри», «Санӑн ҫитмӗл ҫичӗ тус».
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Хӗветӗр Матурӑн (Фёдор Мадуровӑн) «Вӑрҫӑ ачисем» куравне чаплӑн вӗҫлерӗҫ. Тӗрлӗ картинӑсемпе кӳлепесемпе паллаштаракан куравпа сывпуллашма тӗрлӗ сферӑра вӑй хуракан ҫынсем сахал мар пухӑнчӗҫ. Каласа хӑварас пулать, Хӗветӗр Матур каласа панӑ тӑрӑх ӳнер музейӗнчи куравра мӗнпур ӗҫӗсенчен чи нумаййи те 15% ҫеҫ вырӑн тупнӑ, курав валли автор чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене кӑна суйласа илнӗ.
«Вӑрҫӑ ачисем» курав ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уҫӑлнӑччӗ. Ӑна паллӑ кӳлепеҫӗ тата ӳнерҫӗ 75 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ. Автор каласа панӑ тӑрӑх курав чылайӑшӗн кӑмӑлне кайнӑ. Хӑшӗ-пӗри унти ӗҫсенче вӑрҫӑ ачисене тупайманни пирки пӗлтерсен Анатолий Кипеч пӑхассипе курасси хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх тесе палӑртрӗ. Автор ӗҫсемпе тӗплӗн паллаштарса тухнӑ хыҫҫӑн вӑрҫӑ ачисен тематики картинӑсемпе кӳлепесенче чылай вырӑн йышӑнни палӑрчӗ. Унсӑр пуҫне, каласа хӑварар, автор хӑй те ҫав вӑхӑтри ҫынсен йышне кӗрет. Унӑн ачалӑхӗ шӑп та лӑп вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр тапхӑрта иртнӗ.
Ӗҫсемпе паллаштарса тухнӑ хыҫҫӑн автор хӑйӗн 75 ҫулхи юбилейӗ тӗлне кӑларнӑ кӗнекесемпе те паллаштарчӗ, курма пынисене парнелерӗ.
Ипполит Николаевичпа Елизавета Кирилловна Николаевсем ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пӗрлешнӗ. Унтанпа 55 ҫул иртнӗ. Мӑшӑр халӗ те шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнать.
Вӗсем Шупашкар районӗнче вӗреннӗ чухне паллашнӑ. Ипполит Николаевич 1954 ҫулта ҫара кайнӑ. Вӑл Венгрие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ҫартан таврӑнсан, 1957 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ипполит Елизаветӑна качча тухма ыйтнӑ.
Вӗсем ҫав кунах Хыркассинчи ял Канашне кайса ҫырӑннӑ. Мӑшӑр икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ, халӗ вӗсен пилӗк мӑнук, вӗсен сакар ачи пур. Николаевсем 1960 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. Ипполит Николаевич — водительте, Елизавета Кириллавна бригадирта ӗҫленӗ.
Ҫӑлавҫӑсен ӗнене те ҫӑлма тивнӗ. Хуҫи ӑна, юханшыв хӗрринче путнӑскере, хӑй тӗллӗн кӑларайман.
Чӑваш Республикинчи шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкар районӗнчи Тренькассинче пурӑнакан хӗрарӑм ӗнине уя ҫитерме илсе тухнӑ. Лешӗ юхан шыв хӗррине шыв ӗҫме кайнӑ та лачака ӑшне путса ларнӑ.
Ӗне унтан хӑй тӗллӗн тухайман. Хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ. Лешсем вырӑна ҫитсен вӗренпа, ытти хатӗрпе усӑ курса ӗнене туртса кӑларнӑ. Ӗне ҫур метр тарӑнӑш лачакара путса ларнӑ-мӗн. Выльӑх халӗ чиперех.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче Хӗрлӗ Чутай район ентешлӗхӗ иртнӗ. Унта вӑл тӑрӑхран тухса Шупашкарта тӗпленнисем пуҫтарӑннӑ. Ентешсене пухӑвне «Чавал» ентешлӗх канашӗ йӗркеленӗ.
Хӗрлӗ Чутайсен уявне Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти пултарулӑх ҫурчӗн фольклор ансамблӗ те пырса ҫитнӗ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Яковлева ертсе пыракан ҫак ушкӑн «Чавал» уявне ӑнсӑртран ҫакланман — Зинаида Яковлева Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сорӑм ялӗнче ҫуралнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ, РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ Олег Николаев та хӑйӗн ентешӗсемпе тӗлпулӑва хутшӑннӑ. Уйрӑмах хастар чутайсене, района тӗрлӗ ҫулта ертсе пынӑ маттурсене, вӑл РФ Патшалӑх Думин бланкӗ ҫинче ҫырнӑ Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ.
Кӑҫал Шупашкар районӗнчи хӑш-пӗр автоҫула юсама палӑртнӑ. Шупашкар район администрацийӗ юсав ирттерекен подряд организацине шыраса пӗлтерӳ вырнаҫтарни тӑрӑх хакласан, асӑннӑ муниципалитетра «Янӑш—Кӗҫӗн Турхан» тата «Шупашкар—Ҫӗньял» ҫулсене ҫӗнетесшӗн.
Малтан каланин тӑршшӗ — 1 километр та 830 метр, теприн — 3 километр та 614 метр. Иккӗшне юсама район 28 миллион тенкӗ тӳлеме хатӗр, ҫав шутран Янӑшран Кӗҫӗн Турхана каякан ҫула юсама 10,9 млн тенкӗ кирлӗ, Ҫӗньяла ҫитекеннине — 17,4 млн. «Кӗмӗле» харӑсах виҫӗ ҫӑлкуҫ шучӗпе: федераци, республика тата вырӑнти хысна — шучӗпе саплаштармалла.
«Янӑш—Ҫӗньял» ҫула кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен юсаса пӗтермелле, «Шупашкар—Ҫӗньял» трассӑна — утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗччен.
Ҫын куҫӗнчен пӑхма пӗртте ҫӑмӑл мар пулин те халсӑрлансан ирӗксӗрех пулӑшу ыйтма тивет. Республикӑри социаллӑ пулӑшу кӳрекен служба ӗҫченӗсен тӗллевӗ шӑпах ҫавӑн пеккисемпе юнашар пуласси. Шупашкар районӗнче те ун пек центр пур. Вӑхӑтлӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑмра тӑрӑшакансем ватӑсене киле тӗрлӗ таварпа эмел илсе пырса панинчен пуҫласа йӑлари ытти ӗҫе те туса пулӑшаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗнче кӑна специалистсем 129 ватӑпа сусӑр патне ҫитнӗ. Вӗсенчен 28-шне эмел тата апат-ҫимӗҫ кайса панӑ. Кирлӗ хутсене хатӗрлеме те, пӳрт-ҫурта тирпейленӗ.
Чылай ватта хӑйсемпе сӑмахлакан ҫукки пӑшӑрхантарать. Пӗччен вӑхӑт та вӑрахӑн шӑвать. Ҫавна курах кинеми-мучисене культура учрежденийӗсене илсе ҫӳреҫҫӗ. Ака уйӑхӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне «Ялта пулман пӑтӑрмах» спектакль кӑтартма илсе кайнӑ. Теприсемпе вара А.Г. Николаев летчик-космонавтӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти мемориал комплексӗнче экскурсире пулнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри ача-пӑчан ӳнер шкулӗн пуҫлӑхне службӑри ултавшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен заведующи должноҫне пӗр ҫынна илме приказ кӑларнӑ. Леш вара урӑх организацире ӗҫленӗ. Тепӗр ҫулталӑкран ҫав этем Тутарстана пурӑнма куҫса кайнӑ. Апла пулин те шкул пуҫлӑхӗ паллаканӗ шкулта ӗҫленӗ пек табельте паллӑ туса пынӑ.
Халӗ тӗпчевҫӗсем бухгалтери хучӗсене тӗрӗслеҫҫӗ, ытти документа та вӗсем тишкерӗҫ. Пӑтӑрмаха Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗпе тата коррупципе кӗрешекен пайӗ тупса палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |